Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Мӑн Явӑш

Мӑн Явӑш (выр. Николаевское) — Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи ял. Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнче республикӑн тӗп хулинчен Шупашкартан — 90 км, район центрӗнчен Етӗрне хуличчен — 25 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 64 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Ялӑн историри ячӗсем — Явӑш Лебедкин, Лебедкин-Явӑш. XVIII ӗмӗрте вӑл Явӑш ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ ял пек никӗсленнӗ, халӗ вӑл Мӑн Явӑш йышне кӗрет. Ҫынсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, ҫунапа урапа тунӑ.

1899–1935 ҫулсенче Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Сӑвӑплӑ Николай храмӗ ӗҫленӗ. 1884 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче чиркӳ-прихут шкулӗ уҫӑлнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 6 арманпа кӗрпе арманӗ ӗҫленӗ, 1920-мӗш ҫулсенче пӗрремӗш ступеньлӗ шкул пулнӑ. 1930 ҫулта Сталин ячӗллӗ колхоз йӗркеленнӗ.

Администраци енӗпе ял XVIII ӗмӗртен 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗн Вылӑ, Шемертен, Хучаш тата Атай вулӑсӗсен йышне кӗнӗ, 1927–1939 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 1939–1956 ҫулсенче Совет районӗнче пулнӑ, 1956 ҫултанпа Етӗрне районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 424 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 207-шӗ арҫын, 217-шӗ хӗрарӑм. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, 530 ҫын пурӑннӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем, 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, 98%. Ҫавӑн пекех вырӑссем те пурӑнаҫҫӗ.

Ҫулсемпе халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1747 ҫул — 172 арҫын;
  • 1795 ҫул — 22 кил;
  • 1858 ҫул — 145 арҫын, 152 хӗрарӑм;
  • 1906 ҫул — 119 кил, 285 арҫын, 282 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 140 кил, 315 арҫын, 340 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 345 арҫын, 400 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 368 арҫын, 491 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 187 кил, 519 ҫын, вӗсенчен 243-шӗ арҫын, 276-шӗ хӗрарӑм;
  • 2010 ҫул — 145 харпӑр хуҫалӑх, 424 ҫын, вӗсенчен 207-шӗ арҫын, 217-шӗ хӗрарӑм

Паллӑ ҫыннисем

Инфраструктура

Ялта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, вулавӑш, ҫыхӑнупа Перекет банкӗн уйрӑмӗсем, спорт лапамӗ, храм, икӗ лавкка ӗҫлеҫҫӗ. Шкул ҫумӗнче музей пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта «Выльский» ЯХПК тата «Надежда» ЯХПК ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Мӑн Явӑш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-28 11:54:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем